Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аттил патша ҫинчен ваттисем калатчӗҫ (Раиса Шевлепи)

Аттил патша ҫинчен ваттисем каланине эпӗ ача чухнех илтнӗ. Манӑн ачалӑх Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫатра ялӗнче иртнӗ. Ҫатраран инҫе мар, Шӗнер ялӗнче аннен амӑшӗ, манӑн кукамай пурӑнатчӗ. Анне мана час-часах унта хӑнана илсе каятчӗ. Кукамай вара пире, ачасене, кӑлӑк чӑххи пек хай тавра пухса тем тӗрлӗ юмах-сӑмах каласа паратчӗ. Ҫавӑн пек юмахсенчен пӗри Аттил патша ҫинченччӗ. Анчах шел, ача пулнӑ, ҫавна хӑй вӑхӑтӗнче ҫырса илме пӗлмен. Халӗ вара, Юхма Мишши ҫырса илсе пичете валли хатерленӗ "Аттилпа Кримкилте" авалхи эпоса вулатӑп та кукамай каласа кӑтартнине аса илетӗп. Ҫак сюжет пӗтӗмпех асанне каласа кӑтартакан юмахра пурччӗ.
Пурнӑҫра ҫапла пулать ӗнтӗ вӑл: пӗлетпӗр, пӗр-пӗр япала пурин куҫӗ умӗнче те. Анчах никам та ҫавна ҫырса илсе килес ламсем валли хӑвармасть. Ҫӗршер ҫул пурӑннӑ хайлав вара ним юлмиех ҫухалать. Юрать-ха, ҫак эпоса упраса хӑвараканӗ Питрав Лисицын пулнӑ. Юрать-ха, ҫамрӑк студент, пулас писатель ҫак эпоса куккӑшӗнчен ҫырса илнӗ. Ан тив, ҫырса илнӗ хыҫҫӑн 40 ҫултан кӑна авалхи пирӗн наци пуянлӑхӗ вулакансем патне ҫитнӗ пултӑр. Чи кирли — вӑл ҫухалманни, упранса пурӑнни, вулакансем патне ҫитни. Эппин, савӑнма пӗлер ҫакӑншӑн! Эппин, тав тума пӗлер Юхма Мишшине ҫак аслӑ ӗҫшӗн, килес ламсем валли ҫав авалхи эпоса упраса, вулакансем патне ҫитернӗшӗн.

Р.И. Шевлепи, писатель, Тӗнчери информатигаци академийӗн клен-корреспонденчӗ.

Ӑнлантаркӑч

Ку аса-илӳ "Вучах" хаҫатӑн архивӗнче упранать.
Аса-илӳ авторӗ Р.И. Шевлепи ҫинчен те "Аваллӑх чанӗ" хыҫсӑмахра тата "Ӑнлантаркӑчра" тӗплӗнрех вуласа пӗлме пулать.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-06-28 16:47:12 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2949 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем